Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Городищенская средняя общеобразовательная школа имени кавалера орденов Славы трех степеней Григория Трофимовича Семенова» Дрожжановского муниципального района Республики Татарстан
Визитная карточка
Адрес: | 422481, РТ, Дрожжановский район, с. Городище, ул. Клары Цеткин, д. 2 |
Телефон: | +7(843)-753-51-29 |
E-Mail: | Sgor.Drz@tatar.ru |
Министерство: | Министерство образования и науки Республики Татарстан |
Короткое название: | МБОУ "Городищенская СОШ имени Г.ТСеменова"" |
Руководитель: | Мокшина Надежда Федоровна |
Год основания учреждения: | 1841 |
У нас учатся: | 56 обучающихся |
У нас учат: | 20 учителей |
Новостной блок
Интереслĕ тĕлпулу
Опубликовано: 06.10.2015Юпа уйахĕн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Николай Николаевич Кирушин тата Николай Александрович Казаков таврапĕлÿҫĕсем пирĕн патăрта хăнара пулчĕҫ. Ҫулҫÿревҫĕ, ăсчах Николай Кирушин чăваш халăхĕ питĕ вăрăм ĕмĕрлĕ, пуян историллĕ халăх пулнине палӑртрĕ. Вӑл илсе килнĕ карттӑсене, авалхи чӑваш паттӑрĕсен санÿкерчĕкĕсене куртӑмӑр. Пирĕн несĕлсем пурӑннӑ ҫичĕ историллĕ вырӑна ҫитсе курни ҫинчен пĕлтерчĕ, сăн ÿкерчĕксем кӑтартрĕ. Эпир унӑн сӑмахне кӑсӑкланса,тимлесе итлерĕмĕр. Ыйтусем те патӑмӑр. Вӑл хаваспах вĕсене хуравларĕ. Аслӑ Пӑлхар патшалӑхĕн пĕрремĕш патши Купрат ҫинчен, ӑна пытарнӑ вырăна кайса курни ҫинчен, Эльбрус тӑвĕ ҫине хӑпарни ҫинчен каласа кӑтартрĕ.
-Чăваш йӑхĕсемпе ӑрӑвĕсем чи малтан пирĕн эрӑчченхи 2 ĕмĕрте гунсен ушкӑнне кĕнĕ. Ахальтен мар пирĕн чĕлхере хун, хунав, хунаҫи, хунем, хунчăкам, хунташ сӑмахсем упранса юлнӑ- калаҫăвне тăсрĕ вăл. Вӑл таврапĕлÿҫĕ ĕҫне чунтан парӑнни, чӑваш чĕлхине, чӑваш культурине, йӑли-йĕркине упраса хӑварассишĕн тăрăшни курӑнчĕ. Николай Николаевич чун киленĕҫĕ - нумизматство - ĕлĕкхи укҫасене пуҫтарасси. Миҫе тĕрлĕ укҫа кӑтартмарĕ-ши! Шучĕ те ҫук. Пире вӑл хӑйӗн тăрăшулăхĕпе тыткӑнларӗ. Николай Николаевич шкул музейне «Ҫул ҫÿревҫĕ калавĕсем» кĕнекине парнелерĕ.
Ентешĕмĕр Николай Казаков Ҫĕнĕ Йелмел ял историне тĕпчесе ытти таврапĕлÿҫĕсенчен маларах кĕнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӑлах Павел Миронов математик пирки интереслĕ каласа пачĕ. Ученӑйпа пĕртаван Андрей Мироновӑн ывӑлĕ – Иван Андреевич- Хулаҫырми ялĕнче пурӑннӑ. Ăна вилсен пирĕн ял масарĕ ҫине пытарнӑ. Унӑн вил тӑпри хӑш тĕлтре пулни паллă марри ҫинчен пӑшӑрханса калаҫрĕ. Иван Андреевич вилнĕ хыççăн унăн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ иккен.
Николай Казаков таврапĕлуҫĕ «Иду я в лес, когда мне грустно» кĕнекине шкул библиотекине парнелерĕ.
Таврапĕлÿҫĕсене тав турӑмӑр, ҫул ҫӱревре ӑнӑҫу сунтӑмӑр.
Ку тĕлпулу Хулаçырми шкулӗнче вӗренекенсемшӗн нумайлӑха асра юлӗ.
Юркина Ангелина,7 класс
Тутар республики,
Ҫĕпрел районĕ,
Хулаҫырми вӑтам шкулĕ
-
К списку новостей