Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Городищенская средняя общеобразовательная школа имени кавалера орденов Славы трех степеней Григория Трофимовича Семенова» Дрожжановского муниципального района Республики Татарстан
Визитная карточка
Адрес: | 422481, РТ, Дрожжановский район, с. Городище, ул. Клары Цеткин, д. 2 |
Телефон: | +7(843)-753-51-29 |
E-Mail: | Sgor.Drz@tatar.ru |
Министерство: | Министерство образования и науки Республики Татарстан |
Короткое название: | МБОУ "Городищенская СОШ имени Г.ТСеменова"" |
Руководитель: | Мокшина Надежда Федоровна |
Год основания учреждения: | 1841 |
У нас учатся: | 56 обучающихся |
У нас учат: | 20 учителей |
Новостной блок
Установка памятника
Опубликовано: 18.04.2015Палăк
Пирĕн ентеш Н.Ф.Угасловăн ыр-кăмăллăхĕ вĕҫĕ-хĕррисĕр. Тăван яла илем кÿрессишен, ял сыннисен пурнасне сăмăллатасишен чунтан тăрăшать вăл. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хулаҫырми ялĕнче 1941-1945 ҫулсенче Тăван ҫершывăн Аслă вăрҫине хутшăннă ял ҫыннисене палăк лартре. Кун пек чапла палăк пысăк хуласенче сес курма пулать. Гранит плитасем ҫинче пирĕн мăн асаттесем, мăн кукаҫисем хушамачĕсем-600 яхăн хушамат. Вăрҫа кама та пулин ăсатман ҫемьесем сахал пулнă пирĕн ялта. Хăш-пĕр ҫемьесенчен 4-шар арҫын харăс тухса кайнисем те пулнă. Пите шел, вăрҫа кайнисем ҫурри ытла таван киле таврăнайман, ҫапăҫу хирĕнчех пуҫĕсене хунă. Ҫĕнтерсе сывă тавраннисем юхăннă хуҫалăха ҫĕкленĕ.
Палăка лартнине курма эпир шкулĕпех кайрăмăр. Бронза салтак мана хамăн пичче пекех туйăнчĕ. Манăн пичче, Нищетов Пантелей Николаевич вăрҫăран таврăнайман. Вăл хайĕн пурнăҫне шеллемесĕр кăкăрĕпе тăшман йĕтринчен командирне паттăррăн хÿтĕленĕ.
Монументăн авторĕ те пирĕн ентешех - скульптор Владимир Нагорнов.
Нищетова Регина,
Сĕпрел районĕ
Хулаҫырми ватам шкулĕ,
(«Ҫамрăк ҫыравҫă» кружокĕ
Кружок руководителĕ
Манякова Зинаида Васильевна)
К списку новостей